Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.
8§. Ыйту паллине ыйтуллӑ прелложени хыҫҫӑн лартаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи ыйӑва ятарлӑ сӑмахсемпе с ыйту татӑксемпе палӑртнине ытларах килӗштерет.
Тӗслӗх:
— Эсир Кӳлхӗрри Улкашран-и? — ыйтрӗ ҫамрӑк ҫын (Кипек М.)
9§. Риторикӑллӑ ыйту хыҫҫӑн (урӑхла каласан, ыйту формипе ҫирӗплетсе каланӑ чухне) пӗлтерӗше пӑхса чарӑну паллисене виҫӗ тӗрлӗ лартма юрать:
1) ыйту палли:
Хирти сарӑ чечеке ӑшӑ куҫпа кам пахмӗ? (К. Иванов).
2) кӑшкӑру палли:
Михетер. Эх, хӗр, хӗ-ӗр... хӗр-и эс! (К. Иванов).
3) ыйтупа кӑшкӑру палли:
Аслӑ калӑм эрнинче мӗнле чӑваш ӗҫмен-ши?! (К. Иванов).
10§. Союзсӑр е сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисем хыҫҫӑн ыйту палли ҫакӑн пек чух лартаҫҫӗ:
1) хутлӑ предложенин икӗ пайӗ те ыйтуллӑ пулсан: Сахал ҫын тӗл пулна-им пурнӑҫра — пурне те ӑҫта астуса ҫитерӗн? (А. Артемьев).
2) хутлӑ предложенин иккӗмӗш пайӗ ыйтуллӑ пулсан:
Ырӑ ҫын ачисен чӗлхи ҫемҫе, мӗншӗн савӑнмӗҫ унӑн ашшӗ-амӑшӗ? (Халӑх юрринчен).
11§. Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени хыҫҫӑн ыйту паллине тӗп предложенийӗ ыйттуллӑ чухне ҫеҫ лартаҫҫӗ. Сӑмахран: Килте ватти пулсассӑн пирӗн ҫамрӑк пуҫра мӗн хуйхӑ? (Халӑх юрринчен).
12§. Пӗр йышши членлӑ предложенисенче ыйтӑва вӑйлатма ыйту паллине кашни пӗр йышши член хыҫҫӑн лартма юрать, сӑмахран: Мӗн ҫырса савӑнтартӑн ӗнтӗ ку хушӑ вулакана — калав-и? повесть-и? роман-и?
13§. Цитатӑсенче скобкӑри ыйту палли автор шухӑшӗ уҫӑмлӑ маррине е унпа килӗшме ҫуккине кӑтартать: «Союзлӑ (?) сыпӑнуллӑ хутлӑ предложение кӗрекен та, те, тата, е союзсемпе ҫыхӑнакан хутсӑр предложенисене, союзсем пӗр хут тӗл пулнӑ чухне те, запятойпа уйӑрмалла» (С. П. Горский. Чӑваш чӗлхинче чарӑну паллисем лартас йӗрке. Ш-р, 1971, 16 с.).
14§. Диалогра ыйту палли сӑмахсӑр ыйтӑва палӑртма пултарать, тӗслӗхрен: Лутра пӳллӗ, вичкӗн куҫлӑ ҫырӑ ҫын вӑл, манпа пӗр ҫулсенеллех пулас.
— Кам пултӑр вара эсир?
Вал манӑн хушаматах каларӗ.
— ?
— Тӗленмелле-и? Манӑн тата шӑллӑм пурччӗ, унӑн хушамачӗ кӑна мар, ячӗ те сирӗнниехчӗ (Ю. Скворцов).